Версия для слабовидящих: Вкл Изображения: Выкл Размер шрифта: A A A Цветовая схема: A A

А.С. Савельев-Саса – 85 çул

Юпа уйăхěн 24-мěшěнче Аургаз районěнчи Толбаз ялěнче паллă чăваш çыравçин А.С. Савельев-Сасăн 85 çулхи юбилейне халалланă пысăк уяв иртрě. А.С. Савельев-Сас Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийěн писательсен Союзěн членě, паллă прозаик тата сăвăç. 20 çул Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шур Атăл» литература пěрлешěвěн ертÿçи пулнă. А.С. Савельев-Сас Аургаз районěнчи Юламан ялěнче 1932-мěш çулта çуралнă. Пурě çыравçăн 15 кěнеки кун çути курнă. Ачасем валли вунă повесть, аслисем валли пилěк повесть пичетленсе тухнă. Вăрçă ветеранěпе Н. Ивановпа пěрле «Юратупа юн» ятлă роман çырса хатěрленě. Тěрлě хаçат-журналта çěршер сăвă пичетленнě. Пушкăрт, тутар çыравçисен Ш. Бабичăн, К. Аралбайăн, Р. Назаровăн, С. Рахматуллан сăввисене, С. Шариповăн тата ытти авторсен проза хайлавěсене чăвашла куçарнă. А.С. Савельев-Саса юбилей ячěпе саламлама çын нумай пухăнчě: Аургаз районěн администраци пуçлăхěсем, Ěпхÿ, Çтерлě, Пелепей хулисенчи чăваш обществисен пуçлăхěсем, шур атăлçăсем, чăваш чěлхипе литература вěрентекенěсем т.ыт.те. Пурте ăшă та ырă сăмахсем каларěç. Пушкăрт патшалăх университетěнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателěсемпе студенчěсен ятěнчен юбиляра Н.С. Карпова доцент саламларě. Студентсем паллă çыравçăн кěнекисене юратса вулани, тишкерни, унăн пултарулăхě тăрăх тěпчев ěçěсем çырни çинчен пěлтерчě. Вăл Александр Сергеевича малашне те вулакансене хăйěн пултарулăхěпе хавхалантарма, нумай çул ырлăхлă-сывлăхлă пурăнма сунчě. Аургаз районěнчи тěрлě ансамбльсем тата Çтерлě хулинчи «Тавах» ушкăн хăнасене Савельев-Сас сăввисем тăрăх хывнă юрăсем парнелерěç. Çак уяв А.С. Савельев-Сас пултарулăхне Пушкăрт Республикинче тивěçлě хакланине çирěплетсе пачě.


Новости факультета башкирской и тюркской филологии Новости кафедры татарской и чувашской филологии



Стерлитамакский филиал УУНиТ