2017 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕш кунĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 11-мĕш кунĕччен Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче вĕрентекенсен квалификацине ÿстермелли курс иртет. Курс программине алла илме Авăркас, Кăрмăскал, Мияки, Давлекан районĕсенчен тата Мелеуз хулинчен чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕсем килчĕç. Пушкăрт Республикинчи чăваш шкулĕсенче вăй хуракан вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем лекцисемпе семинар занятийĕсем ирттереççĕ, ФГОС программисемпе тата хальтерех тухнă вĕренÿ кĕнекисемпе паллаштараççĕ.
Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Технология проектирования и реализации учебного процесса по чувашскому языку и литературе с учетом требований ФГОС» методика семинарĕ иртрĕ. Шкул вĕрентекенĕсем мастер-класс кăтартрĕç.
Ефимова Алена Ивановна Месели вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ К. Ивановăн «Тимĕр тылă» тата «Икĕ хĕр» юмахĕсем тăрăх кăтартуллă урок пачĕ. Поэт кĕнекисен куравĕ, унăн пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаци, чăваш тумĕ тăхăннă вĕрентекен – пурте килĕшÿллĕ пулчĕ. Ачасем А.И. Ефимован урокĕнче тылă тĕсĕсемпе те паллашрĕç. Месели шкул музейĕнче упранакан йывăç тылă сăн ÿкерчĕкĕпе паллаштарса авал чăвашсен тимĕр, йĕс, йывăç тылă пулни çинчен каласа хăварчĕ Алена Ивановна. Çакă «Тимĕр тылă» юмаха вĕреннĕ май питĕ усăллă, мĕншĕн тесен тылă тени кулленхи пурнăçра тĕл пулмасть, ачасем ун çинчен пĕлмеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Вĕрентекенсен кăтартуллă урокĕсене тутар-чăваш уйрăмĕнчи 4-мĕш курс студенчĕсем те кĕрсе ларчĕç. Вĕсем теорипе пĕрлех урок ирттерес йĕркепе паллашрĕç. Вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн 2-мĕш семестрта 4-мĕш курс студенчĕсем педагогика практикине каяççĕ. Студентсемшĕн çакă питĕ вăхăтлă та усăллă пулчĕ. Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн Павлова Марина Рольевнăн урокĕнче пулнă хыççăн Тимофеева Олеся студентка çапла каларĕ: «Урокра ачасене тыткăнлас тесен, чăн та, чуна парса ĕçлемелле». Каласа хăварас пулать, Марина Рольевна мастер-класс валли С. Ялавинăн «Çул çинче» калавĕнчи пурнăçпа вилĕм темине суйласа илнĕ. Пурнăçпа вилĕм, ултавпа тĕрĕслĕх, тискерлĕхпе çынлăх тавра явăçнă ыйтусем паянхи çамрăксемшĕн те актуаллă пулнине палăртса хăварчĕ вĕрентекен. Урока сÿтсе явнă май ытти вĕрентекенсем те тавлашăва хутшăнчĕç. «Асăннă калава 7-8-мĕш класра вĕрентсен те йăнăш пулмĕ», - терĕç чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем.
Тинĕскÿл вăтам шкулта вăй хуракан Павлова Людмила Николаевна вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхипе паллаштармалли меслет-мелсем çинче чарăнса тăчĕ. Вырăнти материалпа усă курса презентаци кăтартрĕ. Ялсенче чăваш чĕлхине сыхласа-упраса хăварасси ытларах ашшĕ-амăшĕсенчен килнине палăртрĕ Л.Н. Павлова.