Версия для слабовидящих: Вкл Изображения: Выкл Размер шрифта: A A A Цветовая схема: A A

ПОЗДРАВЛЯЕМ ВСЕХ УЧАСТНИКОВ РЕСПУБЛИКАНСКОГО КОНКУРСА «ЖИВОЕ ЗВУЧАЩЕЕ СЛОВО» («ЯНĂРАВЛĂ ЧĔРĔ СĂМАХ»)

Янăравлă чĕрĕ сăмах
2022 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалласа «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсне ирттерчĕ.

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ конкурса Авăркаспа Ермеккей, Кармаскалăпа Çтерлĕ, Миякипе Пелепей, Чекмагушпа Федоровка, Пишпÿлек районĕсенчен тата Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчен 52 вĕренекен хутшăнчĕ.

Шкул вĕренекенĕсемпе ППУ Чăваш уйрăмĕн студенчĕсем паллă поэтăмăрăн П. Хусанкайăн сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ тата палăртуллă вуласа пачĕç. Жюри членĕсем вулавçăсен актер пултарулăхне, наци костюмĕ тăхăннине, сăвва тивĕçлĕ интонаципе, сасса улăштарса вуланине, темăна килĕшÿллĕ, йăнăшсăр вуланине шута илчěç. Жюри членĕсем хушшинче тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем Н.С. Карпова, Л.А. Афанасьева, чăваш уйрăмĕн 4-мĕш курс студентки К. Григорьева, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн членĕсем Г.В. Тимофеев (Челпир) тата Г.Н. Данилов сăвăçсем, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ артистки Е.Х. Федорова, «Тавах» тата «Савни» ансамбльсен ертÿçи О.А. Иванова, ЧНКА председателĕ О.П. Федорова пулчĕç. Конкурса пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕнче вĕренекен Анфиса Салиховăпа Анастасия Федорова 3-мĕш курс студенткисем ертсе пычĕç.

ПОЗДРАВЛЯЕМ ВСЕХ УЧАСТНИКОВ РЕСПУБЛИКАНСКОГО КОНКУРСА «ЖИВОЕ ЗВУЧАЩЕЕ СЛОВО» («ЯНĂРАВЛĂ ЧĔРĔ СĂМАХ»), посвященного Международному дню родных языков и 115-летию выдающегося деятеля литературы и культуры, народного поэта Чувашской Республики, лауреата Государственной премии им. К.В. Иванова, лауреата премии комсомола Чувашии им. М. Сеспеля, члена Союза писателей СССР Петра Хузангая.

ЖЕЛАЕМ УСПЕХОВ И НОВЫХ СВЕРШЕНИЙ!
Дипломы победителей и призеров, сертификаты участников будут высланы по электронной почте.

Список победителей и призеров в прикрепленном файле 

Новости факультета башкирской и тюркской филологии Новости кафедры татарской и чувашской филологии



Стерлитамакский филиал УУНиТ