Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 6-мĕш библиотекăра Шур Атăл членĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Тĕлпулура çыравçăсемсĕр пуçне «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Н. Михайлов, Пушкăрт патшалăх университечĕн тутар тата чăваш филологийĕн кафедринче вăй хуракан И.С. Мансуровпа Л.В. Коротаева доцентсем, «Сарпи» тата «Тавах» ансамблĕсен артисчĕсем, хулари чăваш наципе культура автономин хастарĕсем пулчĕç. Канашлу умĕн пухăннисенчен кашниех «Шур Атăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарьне, хисеплĕ Г.В. Тимофеев (Челпир) поэта сумлă юбилей ячĕпе саламларĕ. «Шур Атăл» литпĕрлешÿ правленин председателĕ М. Ишимбай çыравçăсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки паллаштарчĕ, «Шур Атăлăн» 30 çулхи юбилейне тивĕçлипе паллă тумалли çинчен, Н. Мранькка çыравçăн вил тăприйĕ çине Пушкăртстан чăвашĕсен вăйĕпе палăк лартмалли пирки, тăван чĕлхепе культурăна упраса хăварас, аталантарас ĕçри çитменлĕхсене сирсе ямалли майсем çинчен калаçрĕ. Тутар тата чăваш филологи кафедрин заведующийĕ И.С. Мансуров факультет, кафедра, тутар тата чăваш уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен каласа пачĕ, писательсемпе поэтсем мĕншĕн хăйсен кĕнекисене Çтерлĕ филиалĕн типографийĕнче пичетлеменни çинчен, Шур Атăл членĕсен йышĕнче çамрăксем çукки пирки пăшăрханса калаçрĕ, библиотекăна РГНФ гранчĕпе кăларнă икĕ кăларăмлă «Чуваши Башкортостана: язык, фольклор, культура» кĕнекене асăнмалăх парнелерĕ.
Л.В. Коротаева