Версия для слабовидящих: Вкл Изображения: Выкл Размер шрифта: A A A Цветовая схема: A A

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе,
Сана, ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе!

Яков Ухсай

Тăван чĕлхе... Мĕн-ши вăл? Тăван чĕлхе вăл – аттепе аннен чĕлхи. Манăн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Ку чĕлхепе 1,3 миллион ытла çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар, радиопа телевидени, хаçатсемпе журналсен, литературăпа искусство, вĕренÿ чĕлхи те. Чăваш чĕлхи пăлхарсен тĕрĕк ҫемйин ушкăнне кĕрет. Çак çемйесен ушкăнне хазар, авар, гунн тата хун чĕлхисем кĕреççĕ. Çак чĕлхесенчен чăваш чĕлхи çыруллă чĕлхе, паянхи кунчченех пĕр-пĕринпе калаçма май паракан пĕртен-пĕр чĕлхе.

Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакса пырать. Калаçакансен йышĕ хăвăрттăн пĕчĕкленет. Тăван чĕлхепе калаçма, ăна юратма вĕрентесси вăл атте-аннерен пуçланать. Апла пулин те юлашки вăхăтра ачасем килте чăвашла сахалтарах калаçма пуçлани сисĕнет. Тăван чĕлхене хисеплени хамăртанах килет. Çавăнпа эпир, чăваш уйрӑмĕн студенчӗĕем, пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультетĕнче вĕренсе ăс пухатпăр. Тăван (чăваш) чĕлхепе ют чĕлхене (акăлчан) вĕрентекенсем пуласшăн. Малашне ачасене чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарасшăн, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесшĕн.

Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă тесе калатпăр. Халăхăмăрăн культурине упраса хăварас тĕллевпе эпĕ хамăр университетри «Савни» юрăпа ăсталăх ушкăнне çÿретĕп. Эпир, студентсем, тĕрлĕ йышши конкурссене, олимпиадăсене хастар хутшăнатпăр. Факультет сайчĕн «Чăваш уйрăмĕ» йĕркелесе пыратăп. Сире пирĕнпе пĕрле пулма ыйтатăп. Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕн, чăвашлăха упракансен, çамрăк ăрăвăн пурнăç никĕсне малалла аталантармалла. Ҫакна асра тытмалла: чĕлхе – халăх чунĕн сăнарĕ, унăн илемлă те таса пулмалла!

Манăн чĕлхем аталантăр, вăл çĕр çинчен ан çухалтăр!

Анфиса Салихова,
пушкăрт тата тĕрĕк факультечĕнче
вĕренекен 2-мĕш курс студентки


Стерлитамакский филиал УУНиТ